Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫирӗклӗ Тук

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Оренбург облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тук В. Иванов-Паймен ячӗллӗ вӑтам шкулти ача-пӑчан «Шурӑмпуҫ» вокал ушкӑнне асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен наципе культура автономийӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ. Илемлӗх ертӳҫи — Ирина Клочкова.

Ача-пӑча коллективне «Нарспи» халӑх фольклор коллективӗн спутникӗ шутланать.

Ача-пӑчан ансамблӗн репертуарӗ чӑваш халӑх юррисенчен тӑрать. Ачасем Оренбург, Самар облаҫӗсенчи, Пушкӑртстанри, Тутарстанри тата Крымри мероприятисене хутшӑннӑ. Вӑл Шупашкарти Акатуя та килӗ.

 

Чӑвашлӑх
Ваттисемпе мӑн асаттесене асӑнни
Ваттисемпе мӑн асаттесене асӑнни

28-мӗш чунҫӳреве кайнисем утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкара ҫитрӗҫ. Кӑҫалхи ҫул Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тук ялӗ урлӑ Казахстан ҫӗрӗ еннелле выртрӗ.

Тӗп тӗллев — Туркестанран инҫе мар вырнаҫнӑ Мон Булакра Котрага халалласа барельеф вырнаҫтарасси пулчӗ. Казахстан ҫӗрӗ хӑнасене тараватлӑ кӗтсе илчӗ, Шупашкартан тухнисене Туркестанри пӗр хӑна ҫуртне вырнаҫтарчӗҫ. Чунҫӳревҫӗсем пӗтӗм Казахстан уявлакан Астана кунне те хутшӑнчӗҫ — Туркестанӑн тӗп тӳремӗнче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Шел те, барельефа вырнаҫтарма май тупӑнмарӗ. Чунҫӳревҫӗсем килес кунсенче вырӑнти тӳре-шара Астана кунӗн уявне хатӗрленнӗрен палӑк лартма ирӗк паракан хута туса ҫитереймен иккен. Ҫавна май барельефа тата чул ҫине ҫырнине Туркестанра вырнаҫнӑ Ахмет Ясави ятлӑ университечӗн музейне парса хӑварчӗҫ. Вӗсем вӑхӑт тупса палӑка вырнаҫтарма шантарчӗҫ. Ҫавах та чунҫӳревҫӗсем ҫак ӗҫе паллӑ туса така пусса ваттисемпе пирӗн халӑхӑн мӑн аслашшӗсене асӑнчӗҫ.

Сӑмах май, чунҫӳрев кӑҫал тепре те иртмелле, ҫурла уйӑхӗн варринче тепӗр хут Крым патне, Хӑнакур хули вырӑнне ҫитсе килмелле. Унта чунҫӳревҫӗсем пӗлтӗр лартнӑ палӑка илемлетесшӗн.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх
Уяв вӑхӑтӗнче халӑх гимн итленӗ самант
Уяв вӑхӑтӗнче халӑх гимн итленӗ самант

Кӑҫал Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанри Туркестана ҫитессине йышпа инҫе ҫула тухнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулнӑ — унта концерт лартнӑ.

Сӑмах май, Казахстан чиккинчен виҫҫӗн иртеймен. Пӗри 18 ҫул тултарман, амӑшӗнчен ятарлӑ ирӗк пулман. Тепри ачин ҫуралнӑ хутне чикмесӗр тӗпренчӗкӗпе тухнӑ.

23 сехет хыҫҫӑн Казахстанра автобуссен ҫынсене турттарма юрамасть иккен — ку вӑл хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ. Мускав вӑхӑчӗпе иккӗччен чарӑнса тӑма тивнӗ. Чӑваш делегацийӗ ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Туркестана ҫитнӗ. Йыша унти университета вырнаҫтарнӑ, ирхине пӑтӑ ҫитернӗ.

«50 градуслӑ шӑрӑхран тарса» олимп шкулӗн бассейнӗнче шыва кӗнӗ. Концерт та кӑтартнӑ. Аҫтахар Плотников пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑха «кӗтӗве картана хупланӑ пек хупламан». «Ирӗклӗ халӑха террор та хӑратмасть ӗнтӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Аҫтахар Плотников.

 

Чӑвашлӑх
Чунҫӳреве тухас умӗн
Чунҫӳреве тухас умӗн

Ҫирӗм саккӑрмӗш чунҫӳрев ҫула тухрӗ. Кӑҫал чунҫӳревҫӗсем Казахстанри Туркестана ҫитмелле. Чи пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулмалла — паян унта концерт лартӗҫ. Ҫирӗклӗ Тук (выр. Верхнее Игнашкино) ҫыннисем те чӑвашсен тӗп хулинчен ҫитнӗ хӑнасене хапӑл кӗтсе илессе шанаҫҫӗ.

Водителӗсене шута илсен ҫула кӑҫал хӗрӗх ҫиччӗн тухнӑ. Вӗсен хушшинче вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ачасем.

Чунҫӳрев мӗнле иртнипе туллин пирӗн сайтӑн Фейсбукри ушкӑнра тата Тваттер урлӑ паллашса тӑма пулӗ.

 

Чӑвашлӑх
Купрат хан
Купрат хан

Кӑҫалхипе 28-мӗш хут иртекен Чунҫӳрев ҫула утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тухӗ. Вӑл хӑйӗн ҫулне Шупашкарта пуҫлӗ те инҫетри Туркестан таранах ҫитӗ. Каялла, Шупашкара, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫитесшӗн.

Тӗплӗрех маршручӗ вара ҫакнашкал: Шупашкар — Чӗмпӗр — Ҫирӗклӗ Тук (Верхнеигнашкино) — Ӗренпур — Актӳпе (Актюбинск) — Аральск — Хӗрлӗ Урта (Кызыл Орда) — Туркестан — Чимкент — Мӑн Пулак — Шупашкар. Чунҫӳревҫӗсем яланхи пекех концертсем лартӗҫ, чӑвашсен мӑн аслашшӗсем пурӑннӑ вырӑнсене ҫитсе курӗҫ. Чи малтанхи чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулӗ. Кунта вӗсем концерт та лартӗҫ. Ҫавӑн пекех концерт Туркестанра пулӗ. Кӑҫалхи Чунҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ Купрат хана асӑнса лартнӑ барьельеф патне ҫитсе пуҫ таясси. Унта ҫулҫӳреве тухнисем вӑйӑ карти те тӑвасшӑн.

Чунҫӳреве тухма кӑмӑл пур пулсан 8-927-667-93-23 телефонпа шӑнкӑравлама пултаратӑр. Хакӗ: аслисемшӗн 10 пин тенкӗ, шкул ачисемпе студентсемшӗн — 5 пин тенкӗ.

 

Чӑвашлӑх

Кӑҫал «Чунҫӳревҫӗсем» ҫирӗм улттӑмӗш хут ҫула тухнӑ. Вӗсем унтан утӑн 16-мӗшӗнче ирхине таврӑннӑ. Малтан вӗсем Чӗмпӗре ҫитсе Ӗренпур тӑрӑхӗнчи Курак районӗнчи Ҫирӗклӗ Тук чӑваш ялне тухнӑ. Унтан Самар кукрине тухса кайнӑ, Ҫӑлкуҫ ялне ҫитнӗ. Самар кукринче вӗсем хулашсене кӗрсе тухнӑ. Муром хулашӗ Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта вӗсем Азербайджана илсе кайма тӑпра илнӗ. Утӑн 7-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсем Волгоградра пулнӑ. Тепӗр кунхине Дагестана ҫитнӗ. Унта чунҫӳревҫӗсене кумыксем тата нухайсем кӗтсе илнӗ. Унта палаткӑсем лартса икӗ кун каннӑ.

Утӑн 9-мӗшӗнче Азербайджана ҫут тытнӑ май вӗсем Байнука, Улӑпи ялне кӗрсе тухнӑ. Вӗсем 2013 ҫулта лартнӑ юпа тӗлне ҫитсе курнӑ. Кайран Дербентра пулнӑ. Бакура вӗсене Элшат Абдуллаев кӗтсе илнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн тӗп координаторӗ. Хӑнасем валли ятарласа така пуснӑ, экскурси ирттернӗ. Вӗсен таврапӗлӳ музейӗ пуян. Вӗсен тӗррисем чӑвашсенни пекех-мӗн. «Пирӗн Шупашкар хули хӑй вӑхӑтӗнче Вӑта Сӑвар пулнӑ», — тенӗ хыҫҫӑн вӗсем тӗлӗннӗ. «Вара мӗнле апла? Эпир пӗлмен те», — тенӗ вӗсем.

Пӳлесӑвар маларах тата та чикӗ ҫумнерех вырнаҫнӑ пулнӑ, Иран чиккинче.

Малалла...

 

Афиша Азербайджанри Сабир ялӗ / Яндекс картти
Азербайджанри Сабир ялӗ / Яндекс картти

Тепӗр уйӑхран, утӑн 5-мӗшӗнче «Чунҫӳрев—I/ХХ» ҫула тухмалла, 26-мӗш хут йӗркеленекенскер кӑҫӑл Азербайджан ҫӗрне ҫитесшӗн.

Чунҫӳреве йӗркелекен Ултиар Цыпленков каласа кӑтартнӑ тӑрӑх кӑҫалхи маршрут ҫапларах пулӗ: утӑн 5-мӗшӗнче ирхине ҫула тухмалла; вӑл кунах каҫхи Ӗренпур облаҫӗнчи Грачевка районне кӗрекен Ҫирӗклӗ Тук (выр. Верхнеигнашкино) ялне ҫитмелле; тепӗр кунне Самар тӑрӑхӗнчи Ҫӑлкуҫ ялне кӗрсе тухма палӑртаҫҫӗ; малалла вара Калмӑксен ҫӗрӗн тӗп хулинче Элистара, Дагестанри Буйнаксра лартнӑ юпа патӗнче, Дербентра чарӑнӗҫ. Азербайджан ҫӗрне ҫитсен чӑвашсен несӗлӗсем пурӑннӑ вырӑнсене кайса курас шухӑшлӑ — Сабир (Шемах районӗ) тата Быгыр (Гекчай районӗ) ялӗсене. Кунта, паллах, пӗтӗмпех вырӑнтисенчен килет — ӑҫта илсе ҫитерейреҫҫӗ ҫавӑнта ҫитсе курӗҫ. Каялла килнӗ чухне вара чунҫӳревҫӗсем Пенза чӑвашӗсем патне кӗрсе тухас шухӑшлӑ. Ҫулҫӳрев пурӗ 12 куна кая мар тӑсӑлӗ.

Чунҫӳрев хакӗ пӗлтӗрхинчен йӳнӗрех пулмалла. Хальлӗхе аслисенчен 13 пин, студентсенчен 5–6 пин пуҫтараҫҫӗ. Ҫула пӗр автобуспа кӑна тухма палӑртаҫҫӗ, темиҫепе тухни чунҫӳреве самай йывӑрлатни пирки пӗлтерет Олег Михайлович.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ